Улатӑр районӗ — Чӑваш Республикин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗнчи административлӑ-территориллӗ виҫе. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркелес шайра унӑн чикисенче 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Улатӑр муниципаллӑ округӗ ӗҫлет. Административлӑ центрӗ — Улатӑр хули.
Улатӑр районӗ — Чӑваш Республикинчи территорипе чи пысӑк район. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 193 пин гектартан ытларах. Район ҫурҫӗртен кӑнтӑралла чи нумаййи 73 километра, хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле — 56 километра тӑсӑлать.
Район ҫурҫӗрте Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсемпе, хӗвелтухӑҫӗнче Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсемпе, кӑнтӑрта Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сӑр районӗпе, хӗвеланӑҫӗнче Мордва Республикинчи Ардатов районӗпе чикӗленет.
Рельеф — пӗчӗк юханшывсен тӑрӑхӗсемпе пайланнӑ сӑртлӑ тӳремлӗх. Районта усӑллӑ ҫӗр айӗнчи пуянлӑх кӑлармалли вырӑнсем пур: кӗленче хӑйӑрӗ, кирпӗч тумалли чӗр тавар, трепел, ҫавӑн пекех торф, хӑйӑр тата тӑм упранакан вырӑнсем.
Улатӑр районне 1927 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Унччен вӑл вырӑнта XV–XVI ӗмӗрсенчен пуҫласа Улатӑр уесӗ пулнӑ. 1956 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче Улатӑр районӗ ҫумне пӗтернӗ Кувакино районӗн пӗр пайне хушнӑ.
2022 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи муниципаллӑ виҫесене улӑштарасси пирки саккун йышӑннӑ. Ҫавна май мӗнпур ял тӑрӑхне пӗтернӗ, 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне пӗрлехи Улатӑр муниципаллӑ округне йӗркеленӗ. Улатӑр районӗ территори виҫи пек юлнӑ.
Районти халӑх йышӗ (Улатӑр хулине шутламасан):
Наци йышӗ:
Мордвасем ҫак территори валли автохтонлӑ (вырӑнти тӗп) халӑх шутланаҫҫӗ. Чӑвашсем тӗпрен илсен районӑн хӗвелтухӑҫ пайӗнче пурӑнаҫҫӗ: Ҫуйкӑн, Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗнӗ Эйпеҫ тата ытти ялсенче.
Улатӑр районне 46 ял кӗрет. Административлӑ-территориллӗ тытӑм шайӗнче район 16 ял тӑрӑхне пайланнӑ. Халӑх йышӗпе чи пысӑккисем ҫаксем: Киря, Чуварлей, Атрать, Мирёнка тата Стемас ял тӑрӑхӗсем.
Улатӑр районӗ — ял хуҫалӑхлӑ район. Экономикӑна тӗпрен илсен агропромышленность комплексӗ аталантарать. Районта тирпейлекен производствӑсене тата ҫурт-йӗр материалӗсем туса кӑларассине аталантарас енӗпе пысӑк потенциал пур.
Кӗленче хӑйӑрӗн управӗсене кӑларни ҫурт-йӗр индустрине тата кварц хӑйӑрне пуянлатакан производствӑна аталантарма май парать. Баевори кӗленче хӑйӑрӗн вырӑнне, Шум тата Ҫуйкӑн вырӑнӗсене ӗҫлеттерсе ярас тӗлӗшпе вӑй хураҫҫӗ.
Улатӑр районӗ транспорт тата географи енӗпе питӗ меллӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Унӑн территорийӗ тӑрӑх Канаш – Улатӑр – Саранск чукун ҫул линийӗ иртет. Республика пӗлтерӗшлӗ Сӑр – Улатӑр – Ҫӗмӗрле (Чулхула – Хусан трасси ҫине тухмаллипе) тата Йӗпреҫ – Улатӑр автоҫулсем пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ. Районти мӗнпур яла Улатӑр хулипе асфальтлӑ автомобиль ҫулӗсем ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Улатӑр районӗнче нумай паллӑ ӗҫчен ҫуралса ӳснӗ:
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 